Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вырăна тухса документсене йышăннă

Вырăна тухса документсене йышăннă

Çак кунсенче Росреестр управленийĕн Комсомольски, Шăмăршă тата Елчĕк муниципалитет уйрăмĕсенчи специалисчĕ Алина Тускаева тата Шăмăршă территори уйрăмĕн начальникĕ Андрей Удин куçман пурлăх докуменчĕсене патшалăх регистрацийĕ тăвас тĕлĕшпе вырăна тухса йышăну йĕркеленĕ. Шăмăршăри Октябре 70 çул тата Заречная урамсенче пурăнакансемпе тĕл пулса, хăйсен çурчĕсемпе çĕр участокĕсене шута илмелли документсем пирки калаçнă.

_ Çỹлте асăннă урамсем округ центрĕнчен аякра вырнаçнă, çавăнпа та çынсене документсем йĕркелеме МФЦна çитме те йывăр. Эпир вĕсене куçман пурлăха регистраци тумалли йĕрке çинчен тĕплĕн ăнлантарса патăмăр, - çапла каласа парать Алина Тускаева.

Йышăну вăхăтĕнче граждансенчен документсен 5 пакетне йышăннă. Округ администрацийĕ вĕсене, харпăрлăха регистрацилеме ыйтса, Росреестра ярса парĕ.

Документсене йышăнма вырăна тухса йĕркеленĕ тĕл пулу республикăри кашни муниципалитет округĕнчех иртнĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
21 июля 2023
13:26
Поделиться