Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ветерана чысларĕç

Ветерана чысларĕç

КУРСК пĕккинчи Прохорово çапăçăвĕ пулнăранпа 80 çул çитнĕ май, Шăмăршă муниципалитет округĕнче ĕçлекенсем Пăчăрлă Пашьелĕнче пурăнакан Александр Иванович Гармонщиков патĕнче пулчĕç. Прохорово çапăçăвĕнче паттăрлăх кăтартнă фронтовика Тав çырăвĕпе тата асăнмалăх парнепе чысларĕç.

_ Эпир Сирĕнпе мухтанатпăр, Сире тата та нумай çул пурăнма сывлăх сунатпăр, _ терĕ ветерана чунтан саламланă май социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Надежда Федорова.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
21 июля 2023
13:21
Поделиться