Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Контейнер размерсăр мар

Контейнер  размерсăр мар

«ШĂМĂРШĂРА тата ялсенче тепĕр чух çỹп-çап контейнерĕсем тулса тăкăнаççĕ, çĕр çинче те тасамарлăх йăваланса выртать», _ çакăн пек содержаниллĕ çыру килчĕ редакцие.

Ку ыйтупа эпир «Ситиматик Чувашия» ООО операторĕпе телефонпа çыхăнтăмăр. Çак организаци пирĕн тăрăхри çỹп-çапа вăхăтра турттарса тăрассишĕн яваплă.

_ «Ситиматик Чувашия» ООО Шăмăршă муниципалитет округĕнчи хытă каяшсене графикпа килĕшỹллĕн турттарса тăрать, _ пĕлтерчĕ оператор. _ Контейнер патне кайса пăхăр-ха: мĕн кăна пăрахса тултармаççĕ унта çынсем? Йывăç турачĕ, çум курăк, мунча милĕкĕ, строительство хыççăн юлакан ăпăр-тапăр...

Çак ăпăр-тапăр тултарса лартать те контейнера. Эпир вара абонентсемпе йывăç турачĕпе мунча милĕкĕ турттарма мар, йăлари çỹп-çапа турттарма çеç килĕшỹ тунă. Турата тимĕр пичĕкере çунтарма, çум курăкран компост тума пулать вĕт-ха.

Енчен те строительство хыççăн юлакан тасамарлăха, йăлара усă курнă хыççăн юрăхсăра тухнă техника таврашне свалкăна турттарса кайтарасшăн пулсан, квитанци çине кăтартнă телефон номерĕпе «Ситиматик Чувашия» ОООна шăнкăравлăр. Укçа тỹлесен, пысăк ăпăр-тапăра турттарса кайма эпир хирĕç мар.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
21 июля 2023
13:28
Поделиться