Флюорографи: тĕрĕслет, чире палăртать
«СЫВЛĂХ» Наци проекчĕ пулăшнипе, Шăмăршă муниципалитет округĕн тĕп больницинче 12 çул ытла ĕнтĕ флюорографи ĕçлет. Пациентсем, пĕр чăрмавсăрах, ФЦМБарс «Ренекс» флюорографи оборудованийĕпе сывлăха тĕрĕслеттерме пултараççĕ. Флюорограф кăкăр клеткине рентген ỹкерчĕкĕ тăвать, рентгенăн куçа курман пайăркисем йывăр чире те тупса палăртаççĕ.
Шăмăршă больницин рентгенолаборанчĕ Альбина Федотова каланă тăрăх, 2023 çул пуçланнăранпа пурĕ 3332 пациент тĕрĕслев витĕр тухнă. Муниципалитет округĕнче пурăнакан кашни çыннăн çулталăкра пĕрре флюорографи тутармалла. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, флюорографи çын организмĕнчи усал шыçăсен 3 процентне, туберкулез чирĕн 14 процентне, сывлăш органĕсен чирĕн çуррине тупса палăртать. Чире мĕн чухлĕ маларах тупатăн, унран сывалас шанăç темиçе хут ỹсет, çын пурнăçĕ те вăрăмрах пулать.
Аса илтеретпĕр: флюорографин 22-мĕш номерлĕ кабинечĕ район больницин пĕрремĕш хутĕнче вырнаçнă. Кунта сире яланах ырă кăмăлпа кĕтсе илĕç.