Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăтса тухнă кăмпасем

Шăтса тухнă кăмпасем

«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать

ÇАВ тери илемлĕ, çут çанталăк пуянлăхĕпе савăнмалли вырăнта пурăнатпăр эпир. Вăрманта çырли те, кăмпи те, мăйăрĕ те пур. Ан ỹркен кăна: вăрман çимĕçĕ кашнин валлиех çитет!

Çырла татнă хушăра, курăк хушшинче, çак хитре кăмпасене те асăрхарăм. Кăçалхи пĕрремĕш кăмпана татма та шел пек. Çапах та ваттисем: «Вăрман çимĕçне татмасан, вăрман турри çиленет», _ тенине аса илтĕм те, кăмпасене тирпейлĕ кăна касса çырла витрине вырнаçтартăм.

Ку _ пуçламăшĕ кăна-ха, кăмпа вăхăчĕ çитсен, çак çимĕç пире тата та нумай савăнтарĕ. Вăрманта вут-кăварпа асăрхануллă пулмалли пирки çеç манмалла мар. Кĕсьере шăрпăкпа сигарет таврашĕ пачах та пулмасан, тата та лайăхрах!



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
07 июля 2023
11:44
Поделиться