Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Васан музейне Г.Н.Ларшников-Пэхет ятне панă

Васан музейне Г.Н.Ларшников-Пэхет ятне панă

ИЮНĔН 28-мĕшĕнче муниципалитет округĕн администрацийĕнче, организацилле пай пуçлăхĕ Лариса Портнова ертсе пынипе, вĕренỹ тата культура учрежденийĕсене хисеплĕ ят парас тĕлĕшпе ĕçлекен комисси ларăвĕ иртнĕ. Комисси членĕсем, пурте пĕр кăмăллă пулса, Васан Халăх историпе краеведени музейне, ăна йĕркелесе ертсе пынă Герман Николаевич Ларшников-Пэхет ятне пама йышăннă.

Г.Н.Ларшников _ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, таврапĕлỹçĕ, фольклорист, журналист, халăх академикĕ, В.Бараев-Сĕркке премийĕн лауреачĕ.

Хăй пурнăçран уйрăлса кайрĕ пулин те, Герман Николаевичăн çутă сăнарĕ яланах пирĕн чĕрере упранĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
03 июля 2023
15:10
Поделиться