Михĕ тулли кăмпа е укçа мĕнле ĕçлесе тумалла
ШĂМĂРШĂ вăрманĕнче упа-утаман çỹрени çинчен хыпар сарăлсанах Интернетра çак сас-хура пирки тавлашу пуçланчĕ. Пĕрисем упа пуррине ĕненеççĕ, вăрмана пĕччен-иккĕн кайма сĕнмеççĕ. Теприсем: «Таçта шала _ чăтлăх вырăна кĕмесен упа пире курмĕ-ха», _ тесе çыраççĕ. Виççĕмĕшсем тата: «Упа-и? Пултăрах! Хăрамастпăр унтан!» _ тесе паттăрланаççĕ.
Чăнах та, пур-и упа Шăмăршă вăрманĕнче, çук-и _ хам курман та, татса калаймастăп. Тен, вут-кăвар тухасран асăрханса, вăрман çыннисем çак хыпара юриех сарнă? Интернетра çапла шутлакансем те пур.
Апла-и, капла-и _ вăрмана çỹрекенсен йышĕ чакни курăнмасть-ха. Çĕр çырли татма вун-вун çын васкать. Пĕр килограмм çырлана 600-650 тенкĕпе сутаççĕ. Туянакансем тỹрех тупăнаççĕ. Çырла сутса укçа-тенкĕ тума пулать пулсан, мĕншĕн тăрăшас мар?
Часах акă хура çырла та пиçсе çитет. Пирĕн çырла Ульяновск, Шупашкар, Хусан хулисене çитиех ăсанать. Уйрăмах Чукал енчи халăх вăрман çимĕçĕпе тупăш курма тăрăшать.
_ Çырлана хĕрарăмсемпе ачасем çỹреççĕ. Эпир _ арçынсем _ вутă касса хатĕрлетпĕр, сутатпăр, _ каласа парать Пулмантăшра пурăнакан пĕр юлташăм. Çилпе-тăвăлпа йăваннă йывăçсене çĕрсе вырттармаççĕ, лесничествăран ирĕк илсе «тавара» çавăраççĕ. Ăçта кăна ăсанмасть-ши ял çыннисем тар юхтарса вакланă вутă? Патăрьелпе Елчĕк муниципалитет округĕсене, Тутарстанри Çĕпрел тата Ульяновск облаçĕн Чăнлă районĕсене...
Районсене çеç-и? Хурăн вуттине хула çыннисем те _ коттеджсенче пурăнакансем _ хапăл тусах туянаççĕ иккен. Укçи-тенкине шеллесе тăмаççĕ.
_ Вутă каснă хушăрах милĕк те хатĕрлетпĕр, _ сăмахне малалла тăсрĕ Пулмантăш чăвашĕ. _ Хурăн милĕкĕ ыйтакан нумай. Иртнинче тата хула майрисем «чага» текен хурăн кăмпи илсе килме ыйтрĕç. Халĕ халăх медицини анлă сарăлнă вĕт, чага кăмпипе те сипленекенсем пур. Çĕр тĕрлĕ чиртен _ çав шутра усал шыçăсенчен те _ сывалма пулать теççĕ. Пĕр михĕ чага хатĕрлесе патăм, ним пăркаланмасăрах 10 пин тенкĕ тỹлерĕç. Ыйтакансем тата та пур.
Кайса курăр-ха эсир паян Чукал тăрăхне: çурса вакланă вутă куписем Урал тăвĕсене аса илтереççĕ! Кивĕ Чукалта та, Çĕнĕ Чукалта (Пулмантăшра) та вутă вакласа сутасси шанчăклă бизнес пулса тăнă.
Ку тăрăхра, Шăмăршă çывăхĕнчи пек, вăрманта вун-вун тĕп йăваннă йывăç çĕрсе выртмасть, харсăр çынсем тасатса тирпейлесех тăраççĕ.
Вутă хатĕрлекенсем пушара хирĕç кĕрешмелли правилăсене çирĕп пăхăнаççĕ. Юлташ каланă тăрăх, вăрманта пирус-сигарет пачах та туртмаççĕ, пысăк инкек пуласран сыхă тăраççĕ.
Вăрман ĕçĕ, чăнах та, йывăр. Вăрăм туна çан-çурăма çыртни те, куçа ỹпре кĕни те, трактор е автомашина çĕмĕрĕлсе тарăхтарни те, тепĕр чух моторлă пăчкă чăхăмлани те _ тем те пулать вăрманта. Нушаланмасăр бизнес тума çук. «Деньги не пахнут», _ теççĕ те пуянсем, анчах çакна ĕненес килмест. Вутă касса-çурса хатĕрлекенсен укçине витĕрех тар шăрши çапнă...