Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Интернет сывлăха тĕрĕслет

Интернет сывлăха тĕрĕслет

«СЫВЛĂХ» Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, Шăмăршă муниципалитет округĕн тĕп больници телемедицина технологине аталантарсах пырать. 2023 çул пуçланнăранпа, республикăри сывлăх учрежденийĕсенчи пысăк опытлă специалистсемпе çыхăнса, пурĕ 186 телемедицина консультацийĕ илнĕ. Çак цифра, 2022 çулхипе танлаштарсан, 216 процент пысăкрах. Мĕн-ха вăл телемедицина тата унăн усси мĕнре палăрать?

Çак ыйтăва эпĕ Шăмăршă больницин тĕп врачне Ирина Анатольевна Смирновăна патăм.

_ Телемедицина вăл _ врачран социаллă мессенджер, телефон е видеоçыхăну урлă консультаци илни, _ терĕ Ирина Анатольевна. _ Чи лайăххи, паллах, видеоконференци. Кун пек çыхăнура врач пациента хăй куçĕпе курать, чирлĕ çын: «Кунтан ыратать, унтан чикет», _ тесе сăмахпа каланине итленипе çеç çырлахмасть.

Апла пулин те, сире тĕрĕслекен специалист дистанци майĕпе диагноз палăртма пултараймасть, консультаци илнĕ хыççăн сирĕн хăвăра сиплекен врач патне пымалла.

Эпир «врач _ врач», «врач _ пациент» телемедицина консультацине ирттерессине те аталантарсах пыратпăр.

Чи лайăххи: чирлĕ çын, Шупашкара кайса çỹремесĕрех, видеоçыхăну урлă республика больницинчи пысăк опытлă специалистсенчен консультаци илме пултарать. Телемедицина технологийĕ сывлăха сыхлас ĕçре патшалăхăн пĕрлехи информаци системипе (ЕГИСЗ) çыхăнни пĕр пĕтĕм цифра контурне аталантарма май парать.

ИВ.САЛАНДАЕВ калаçнă



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
03 июля 2023
15:04
Поделиться