Вĕсем - «Хĕрлĕ кĕнекере»
«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Чăваш Республикин «Хĕрлĕ кĕнекине» çак чĕр чунсемпе вĕçен кайăксене кĕртнĕ: йăпар (выхухоль), хăмăр упа (бурый медведь), сăвар (сурок), пăлан (благородный олень), ыйхăçă (соня), çĕр мулкачи (тушканчик), юс (горностай), ăтăр (выдра), пăрăнтăк (бурундук), пурăш (барсук), çỹлевĕç (рысь), хура чарлан (черный аист), чарлан (цапля), кăйкăр (сапсан), ỹхĕ (филин), акăш (лебедь), путене (перепел).
Ĕлĕкрех çак чĕр чунсемпе вĕçен кайăксем пирĕн енче нумай тĕл пулнă пулсан, халĕ сайра хутра çеç асăрхатпăр. Сăмахран, йăпара нумаях пулмасть Пасна çырми хĕрринче курнă. Вăл - 18-21 сантиметр тăрăшшĕ, 300-400 грамм таякан чĕр чун. Хỹри 17-20 сантиметр тăрăшшĕ. Куçĕ япăх курать. Хурт-кăпшанкăпа, моллюскăсемпе, пулăпа тăранса пурăнать. Йăпар тирĕ питĕ илемлĕ, хăмăртарах тĕслĕ.
Чĕр чунсен йышĕ экологи условийĕ япăхланнипе мар, браконьерсем иртĕхнипе нумай чакнă. «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕ Раççей Федерацийĕн «Хĕрлĕ кĕнекине» кĕртнĕ 57 тĕрлĕ ỹсен-тăрана, 11 тĕрлĕ вĕçен кайăка, сĕтпе тăранса пурăнакан 1 тĕрлĕ чĕр чуна, 3 тĕрлĕ хурт-кăпшанка хỹтлĕхе илнĕ.
Кăларăма Иван САЛАНДАЕВ хатĕрленĕ.