Вăрман тытăмне йĕркелес ыйтупа
«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
ВĂРМАН тытăмне йĕркелессине (лесоустройство) 10 çулта пĕрре туса ирттереççĕ. 2018-2019 çулсенче «Рослесинфорг» ФГБУ специалисчĕсем Чăваш Енри Шăмăршă, Вăрнар, Канаш, Çĕмĕрле тата Етĕрне лесничествисенче - пурĕ 281,5 пин гектар çинче - вăрман тытăмне йĕркелес ыйтупа ĕçленĕ. Çак документсем вăрман хуçалăхне аталантарнă, çут çанталăк пуянлăхне контрольлесе тăнă çĕрте пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Вăрман тытăмне йĕркелекенсем (лесо- устроительная экспедиция) Шăмăршă вăр- манне 2028 çулта килмелле. Çак тапхăрччен Чăваш Республикинчи Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви Вăрман планне улшăнусем кĕртме палăртнă. Лесничествăн вăрман хуçалăхне ертсе пымалли ятарлă регламент пулмалла.
Иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Эмир Бадертдинов çак ыйтупа Мускава кайса килнĕ, Вăрман хуçалăхĕн Федераци агенствин ертỹçипе Иван Советниковпа тĕл пулса калаçнă.
Кăларăма Иван САЛАНДАЕВ хатĕрленĕ.