Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Патшалăх заказникĕ: ан шавла, ан тапта!

Патшалăх заказникĕ: ан шавла, ан тапта!

«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

КАМ та кам Улмаллă тăрăхне кайса курнă, кунти пуян çут çанталăка асăрханах ĕнтĕ. Матрỹшке, хĕрлĕхен (Иван-чай), çĕр çырлипе хурăн çырли, кăмпа татма Шăмăршăран та, кỹршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел енчен те килеççĕ. Тепĕр чух 20-30 çăмăл автомашина та пуçтарăнать.

Килме килеççĕ те, анчах кунта патшалăхăн «Яблоновка» çут çанталăк заказникĕ вырнаçнине пурте пĕлмеççĕ. Заказник çĕрне вара техникăпа таптама та, улăх-çаранра хытă шавлама та юрамасть.

«Яблоновка» патшалăх заказникĕ 48 гектар йышăнать, виçĕ участокран тăрать. Заказник территорийĕнче ученăйсем 191 тĕрлĕ ỹсен-тăран, 153 тĕрлĕ хытă çунатлă хурт-кăпшанкă, 31 тĕрлĕ вĕçен кайăк тупса палăртнă. Вĕсен пысăк пайне Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ. Çеçпĕл (подснежник), кăвакарчăн куçĕ (незабудка), пĕтнĕк (мята), пыл курăкĕ (медуница), шăнкăрав курăкĕ (колокольчик), сар çип ути (зверобой), хĕрлĕхен (Иван-чай), утмăл турат (василек), энĕс (тмин), матрỹшке (душица) - патшалăх хỹтлĕхĕнче. Çавăн пекех чапăр курăкне (чабрец) татма чарнă.

Заказникри йывăçсемпе тĕмсене асăнса тухар-ха тата: катăркас (боярышник), упа паланĕ (бузина), йĕлме (ильм), палан (калина), йыт çĕмĕрчĕ (крушина), уртăш (можжевельник), шăлан (шиповник), каврăç (ясень) тата ытти те. Çак йывăçсемпе тĕмсем пирĕн вăрмансенче сайра тĕл пулаççĕ, çавăнпа та вĕсене патшалăх хăйĕн хỹтлĕхне илнĕ.

Матрỹшке курăкĕ икĕ тĕрли те кунта ỹсет: кăвак чечекли тата сарă чечекли. Нумай мар кăна пуçтарсан, сире никам та ятламĕ. Çавăн пекех çĕр çырлипе хурăн çырли, кăмпа татма та чармаççĕ.

«Яблоновка» çут çанталăк заказникне туристсем те килсе курма пултараççĕ. Тирпейлĕ те сăпайлă хăнасене улмаллăсем яланах тарават!

Кăларăма Иван САЛАНДАЕВ хатĕрленĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
23 июня 2023
11:47
Поделиться