Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пакшана паллатăр-и

Пакшана паллатăр-и

«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

ПИРĔН вăрмансенче пакша чи илемлĕ чĕр чун шутне кĕрет. Унăн тăрăшшĕ - 19,5_28 сантиметр, çăмламас хỹри вара - 13-19 сантиметр. Пакша 250-340 грамм таять.

Çак чĕр чун йывăç вăрлăхĕпе тăранса пурăнать, çавăнпа та хырлăхпа чăрăшлăха тата юманлăха килĕштерет. Пакша пĕр йывăçран теприн çине 3-4 метр таран сикме пултарать, хỹрипе руль пек усă курать.

Пакша йывăç хăвăлĕнче йăва çавăрать, унта типĕ çулçăпа мăк йăтса тултарать. Вăрманта ырă çынсем çакса хунă шăнкăрч вĕллинче те пакша савăнсах пурăнать.

Хĕл каçма йĕкел, мăйăр, кăмпа хатĕрлет, анчах ăçта хунине часах манса каять. Хăйĕн «кĕлетне» ăнсăртран тупсан, шутсăр савăнать вара!

Чылай чухне пакша «саппасне» вĕçен кайăксем, шăшисем, хир сыснисем тупса çиеççĕ. Çав вăхăтрах пакша хăй те тарăн юра чакаласа пăрăнтăк, кедровка, сойка тата шăши апат-çимĕçне шыраса тупать.

Пакша ами 3-10 çура тăвать, вĕсене 40-50 кун хушши ĕмĕртет. 8-10 эрнерен çурисем амăшне пăрахса хăвараççĕ. Пакша çурисен 75-85 проценчĕ, хĕллехи шартлама сивве чăтаймасăр, вилет.

Çак чĕр чун хĕлле апат тупаймасăр та пурнăçран уйрăлать, ăна тилĕсем те тапăнаççĕ. Çулла çурасене хурчăка тытса кайни те йыша чакарать.

Пакшан ĕмĕрĕ вăрăмах мар, 4 çултан аслăраххисем питĕ ватă шутланаççĕ.

Кăларăма Иван САЛАНДАЕВ хатĕрленĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
23 июня 2023
13:05
Поделиться