Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кунта пурин те пулмалла

Кунта пурин те пулмалла

«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

ТĔЛĔНМЕЛЛЕ ТЕ, муниципалитет округĕнче пурăнакансенчен чылайăшĕ хальччен те «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕнче пулса курман иккен. Кунта вара пурин те пулма, çут çанталăк илемĕпе савăнма тăрăшмалла.

«Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕн тăрăшшĕ - 24 километр, сарлакăшĕ 17 километр. Парк 2011 çулта «Тĕнчери çичĕ тĕлĕнтермĕш» конкурс çĕнтерỹçи пулса тăнă, Чăваш Ен ятне тата та çĕкленĕ. Шăмăршă муниципалитет округĕн территорийĕнче вырнаçнăскер, парк Ульяновск облаçĕпе чикĕленет, Упамсапа Пасна çырмисен хĕрринчи тĕлĕнмелле илемлĕ çут çанталăк пуянлăхне упрать. Кунта 1 пине яхăн тĕрлĕ ỹсен-тăран (çав шутра аллăшне - Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ), 40 тĕрлĕ ытла сĕтпе тăранса пурăнакан чĕр чун, 186 тĕрлĕ вĕçен кайăк, 248 тĕрлĕ хурт-кăпшанкă тĕл пулма пулать.

Парк территорийĕнче сунара тухма юрамасть, çавна пулах чĕр чун тĕнчи пуянланса пырать. Экологи туризмĕ йĕркелени «Чăваш вăрманĕ» Наци паркне килсе курма илĕртсех тăрать.

Кăларăма Иван САЛАНДАЕВ хатĕрленĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
23 июня 2023
11:45
Поделиться