Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Каяшсене - уйрăмшарăн

Каяшсене - уйрăмшарăн

«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

«ЭКОЛОГИ» Наци проекчĕн регионти «Коммуналлă хытă каяшсене уйрăмшарăн пуçтармалли комплекслă система» проектĕнче халăх хушшинче ăнлантару ĕçне анлăн сарса ямаллине палăртнă.

Шăмăршă муниципалитет округне кĕрекен ялсенчи çỹп-çапа тата хытă каяшсене турттарса тăракан «Ситиматик Чувашия» ООО ăнлантару тĕллевĕпе ятарлă выставка йĕркеленĕ. Вăл çак адреспа вырнаçнă: г.Чебоксары, пр.Московский, д.19, кор.11, пом.2.

«Ситиматик Чувашия» ООО администрацийĕ пурне те выставкăна килсе курма чĕнет. Стендсем çинчи материалсемпе паллашсан, хаçат, хут, сигарет тĕпĕ, батарейка, чăмлак (жвачка), фольга, полиэтилен, пластик, алюмини, кĕленче миçе çултан çĕрсе арканнине, вĕсем экологие мĕн чухлĕ сиен кỹнине тата интереслĕ ытти информаци пĕлме пулать.

Кăларăма Иван САЛАНДАЕВ хатĕрленĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
23 июня 2023
11:40
Поделиться