Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хырла - Атăлăн пĕр пайĕ

Хырла - Атăлăн пĕр пайĕ

«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

ПИРĔН тăрăхра пысăк юхан шывсем çук, çавăнпа пĕчĕк çырма та чун-чĕрешĕн хаклă. Çак çырмасенчен пĕри - Хырла.

«Хырла» сăмах тутар чĕлхинчи «кар» (юр) сăмахран пулса кайнă тесе шутлаççĕ.

Çырма Патăрьел муниципалитет округне кĕрекен Хурама Твар ялĕнчен - 2,9 километрти, Ясная Поляна паççулккинчен 4 километрти çăл куçран пуçланать. Хырла Чăваш Ен территорийĕпе 37,7 километр, Тутар Республикин территорийĕпе 53,8 километр тăрăшшĕ юхса выртать. Ясная Поляна, Карапай Шăмăршă, Çĕнĕ Тăрăн, Патирек, Сорок Сайдак, Кĕçĕн Шăнкăртам, Тăмпай, Ямбулат, Йĕпе Савалеевка, Курбапош, Протопопово, Куаныч, Утинка, Кайрево, Мулланур Вахитов, Рункă, Элшел, Тинкеш, Малая Буинка, Мещеряково ялĕсемпе Пăва хули çумĕпе иртет, кунта Сĕвене юхса кĕрет. Сĕве вара - Атăла...

Хырла çырмин юпписем те пур. Вĕсенчен пĕри - Кĕçĕн Хырла. Вăл 17 километра тăсăлать, Энтĕрьел, Шăмăршă, Çĕнĕ Шăмăршă, Ярăслав, Палтиел ялĕсене хăйĕн шывĕпе савăнăç кỹрет.

Тутарстанри кỹршĕсем Мещеряково ялне «Карлы» теççĕ (чăвашла - Хырла). Ял Хусан ханстви вăхăтĕнчех йĕркеленнĕ тесе шутлаççĕ.

Хырла çырми хĕррипе XVI ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче - XVII ĕмĕр варринче, куçса çỹрекен тăшмансенчен хỹтĕленме Карлинский вал («Засечная черта») тунă, унăн юлашкисем культура еткерлĕхĕн палăкĕ шутланаççĕ.

Кăларăма Иван САЛАНДАЕВ хатĕрленĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
23 июня 2023
11:49
Поделиться