«Ямшăк, тăсса яр юрруна»
ПĔРРЕМĔШ Петĕр патша вăхăтĕнче Раççейре çул тăвас тата ăна тирпейлĕ тытас ыйтупа ĕçлеме тытăннă. Çапах та патшалăх пĕлтерĕшлĕ çулсене йĕркене кĕртме 19-мĕш ĕмĕрте çеç пуçланă. 1810 çулта Раççейре Çул-йĕр управленийĕ - Министерство шайĕнчи орган - йĕркеленĕ. Çул тума кашни арçыннăн çулталăкра 25 пус, купсасен вара хăйсен тупăшĕн 5 процентне тỹлемелле пулнă. Ку вăхăтшăн 25 пус та хресченшĕн пысăк укçа шутланнă. Сăмахран, пĕр кĕленче шурă эрех (казенка) 4 пус, пĕр литр краççын 5 пус тăнă.
Çулсене администраци енчен 5 категорие пайланă: патшалăх çулĕ, аслă çул, почта çулĕ, суту-илỹ çулĕ тата ялти хир çулĕсем. Çĕр хăпартса тунă çулсене «тракт» тенĕ, вĕсен хĕррине çухрăм юписем лартса тухнă.
Пирĕн хальхи Шăмăршă муниципалитет округĕн территорийĕпе «Пăва - Улатăр» коммерци (суту-илỹ) тракчĕ иртнĕ. Почта тракчĕ вара Чĕмпĕртен хальхи Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Пасарлă Упи ялне çити тăсăлнă. Шăмăршăпа Шамккай вулăсĕсен почта илме Пасарлă Упи ялне çỹреме тивнĕ.
Коммерци (суту-илỹ) тракчĕпе Пăваран Улатăра промышленность таварĕпе апат-çимĕç продукцийĕ турттарнă, купсасем ярмăрккăна е пасара çỹренĕ. Чĕмпĕр кĕпĕрнинче коммерци тракчĕсем пурĕ 19 пулнă.
Коммерци тракчĕпе пирĕн тăрăха Чĕмпĕртен паллă çынсем те килсе кайнă, çул çỹревçĕсем историе кĕрсе юлмалли документсем çырса хăварнă. Пирĕншĕн çакă питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тата хаклă. Акă «Пăва_Улатăр» трактпа пирĕн ене килнĕ А.И.Артемьев çул çỹревçĕ çырса хăварнă тăрăх, 1859 çулта Шăмăршăра 37 çуртпулнă, 135 арçынпа 147 хĕрарăм пурăннă. Кахăрлă Шăхалĕнчи 22 çуртра - 70 арçынпа 87 хĕрарăм, Асанкассинчи 67 çуртра - 225 арçынпа 238 хĕрарăм, Пăчăрлă Пашьелĕнчи 98 çуртра - 367 арçынпа 379 хĕрарăм, Пуянкассинчи 36 çуртра - 127 арçынпа 150 хĕрарăм, Виçпỹрт Шăмăршăри 68 çуртра - 202 арçынпа 211 хĕрарăм, Васанти 50 çуртра - 160 арçынпа 179 хĕрарăм, Ярăславри 47 çуртра - 125 арçынпа 155 хĕрарăм, Хайпăлари 31 çуртра - 114 арçынпа 132 хĕрарăм, Кивĕ Шăмăршăри 23 çуртра - 84 арçынпа 91 хĕрарăм, Çĕнĕ Шăмăршăри 22 çуртра - 65 арçынпа 72 хĕрарăм, Энтĕрьелĕнчи 23 çуртра - 84 арçынпа 91 хĕрарăм, Ирçе Тĕккинчи 30 çуртра - 130 арçынпа 143 хĕрарăм, Никишинăри 26 çуртра - 144 арçынпа 146 хĕрарăм, Улмаллăри 34 çуртра - 142 арçынпа 134 хĕрарăм, Шамккайри 74 çуртра - 352 арçынпа 315 хĕрарăм, Вырăс Чукалĕнчи 48 çуртра - 183 арçынпа 210 хĕрарăм, Çĕнĕ Чукалти (Пулмантăш) 64 çуртра 229 арçынпа 243 хĕрарăм пурăнни паллă.
Пирĕн тăрăхпа çавăн пекех «Улатăр - Кăрмăш» коммерци тракчĕ те иртнĕ. Çак тракт хĕрринчи Анат Чаткасри 48 çуртра 190 арçынпа 191 хĕрарăм, Тури Чаткасри 47 çуртра - 232 арçынпа 215 хĕрарăм, Патирекри 45 çуртра - 162 арçынпа 157 хĕрарăм, Палтиелĕнчи 120 çуртра - 470 арçынпа 509 хĕрарăм, Карапай Шăмăршăри 50 çуртра - 205 арçынпа 221 хĕрарăм, Çĕнĕ Тăрăнти 14 çуртра 55 арçынпа 60 хĕрарăм пурăннине шута илнĕ.
Вулăс правленийĕн йышăнăвĕпе, кашни ялтан икĕ çыннăн ямшăк (ямщик) ĕçне тума тивнĕ. Ытларах чухне вĕсем авланман арçынсем пулнă, çул çинче кичем пуласран юрă тăсса янă.
Ямшăксене улăштарса тăнă, инçе çула (Чĕмпĕре, Пăвана е Улатăра) кайма вĕсене чи лайăх лаша, çирĕп урапа-çуна уйăрса панă.
Пасарлă Упи ялĕнчен почта турттарма Шăмăршă вулăсĕнче Серафим Тарасовпа Макар Никитин ямшăксене çирĕплетнĕ, вĕсене вулăс правленийĕ пысăк мар шалу тỹлесе тăнă.