Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çур ĕмĕртен тĕл пултăмăр

Çур ĕмĕртен тĕл пултăмăр

ÇĔР чăмăрĕ çинчи пурнăç çынсен ĕçĕпе тытăнса тăрать. Çĕр-шыв аталанăвĕ те тĕрлĕ професси çыннисем тăрăшса ĕçленинчен килет. Пĕлỹ вучахĕсен тухăçлă ĕçĕнче, вĕрентекенсен тăрăшулăхĕнче - тĕп çитĕнỹ. Вĕсем çĕр-шывăн шанчăклă хуçисене хатĕрлеме çул уçаççĕ-çке! Ахальтен мар, шкул выпускникĕсем, нумай çул иртсен те, тăван кĕтесе пуçтарăнма васкаççĕ.

Акă хам пуçласа ертсе пынă класс ачисем Шăмăршă вăтам шкулне вĕренсе пĕтерни кăçал 50 çул та çитрĕ. Июнĕн 3-мĕшĕнче 15 выпускник мана тĕл пулăва чĕнчĕ.

Тĕлĕнмелле кăмăллă тĕл пулу! Нихçан та асăмран тухмĕ вăл... Ытти тĕл пулуран пачах расна вăл. Сăнран самаях улшăннă пулин те, пур выпускника та паллатăп. Пурсăмăр та нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, ĕç ветеранĕсем.

...Калаçу ытларах çемье, ача-пăча, мăнуксем çинчен пычĕ. Мĕнле хаваслă вĕсем - асаннесемпе асаттесем, кукамайсемпе кукаçисем! Шкул çулĕсене аса илтĕмĕр. Ахăлтатса кулмалли самант та сахал мар пулчĕ. Тахçанхи вĕренекенсем хăйсене пĕлỹпе воспитани панă учительсем, уйрăмах шкул директорĕ Иван Михайлович Соргин, пирки кăмăллă аса илсе калаçрĕç. Пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнисене аса илсе чунтан хурлантăмăр. Украинăри лару-тăру пирки те пычĕ калаçу...

Пăхса лартăм та 1973 çулхи выпускникăмсене - чунтан савăнтăм.

...Учитель ĕçĕ - йывăр та яваплă, çав вăхăтра сумлă ĕç. Тахçан вĕрентнĕ ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ тĕл пулсан ăшшăн сывлăх сунса: «Эсир пире вĕрентнĕ!» - тени хăй мĕне тăрать! Ку сăмах ватлăхра сиплĕ эмел пекех. 41 çул вĕренỹ сферинче тăрăшса мĕн чухлĕ тав сăмахĕ илтмен-ши пурнăçра!

Çак тĕл пулу паянхипе иртнине çыхăнтарчĕ, тарăн шухăша ячĕ, чун-чĕрере ырă туйăмсем хăварчĕ. Шăмăршăри Христос çурални ячĕллĕ чиркỹ çывăхĕнче, «Телейлĕ ачалăх» Кану паркĕ умĕнче, тунă пĕрлехи сăн ỹкерчĕк вара выпускникăмсемпе ирттернĕ ытарайми шкул çулĕсене аса илтерсех тăрĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
16 июня 2023
14:07
Поделиться