Кĕмĕл пек çуталчĕç çăл куçсем
ИЮНĔН 12-мĕшĕнче – Раççей кунĕнче - Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче вĕренекенсем «Раççей шывĕ» акцие кар тăрса хутшăнчĕç. Çак кун ачасемпе педагогсем, Çĕнĕ Чукал ялĕнче пурăнакансем – пурĕ 50-ăн ытла - çăл куçсене тасатса тирпей-илем кĕртрĕç. Çак ырă ĕç «Долина родников» çут çанталăк центрĕн директорĕ Татьяна Ананьевна Федорова пуçарнипе пурнăçа кĕчĕ.
- Пулмантăш çăл куçĕсене çĕнĕрен чĕртсе тăратасси - манăн тахçанхи çутă ĕмĕтĕм, - каласа парать Татьяна Ананьевна. - Манăн ĕмĕте биологи вĕрентекен юратнă учительница Галина Николаевна Тимофееева та ырларĕ, çак сăваплă ĕçе ачасене те хутшăнтарма сĕнчĕ.
Çăл куçсем - Раççей мерченĕсем вĕт-ха, çут çанталăкăн асамлă юмахĕ пекех. Ахальтен мар ĕнтĕ, çăл куçа ĕлĕк Турă куçĕ тенĕ.
... Ырă ĕçе пуçăннисем çăл куçсене юшкăнран тасатрĕç, йĕри-тавралăха тирпейлерĕç. Курасчĕ сирĕн: епле илемлĕн шăнкăртатаççĕ паян Пулмантăш çăл куçĕсем!
Кашни çăл куçа ят пачĕç. Чи малтан тасатни «Раççей» ят илчĕ, Ятарлă çар операцийĕнче паттăрла çапăçса вилнĕ ентешсен ячĕсем те çăл куç шывĕнче упранĕç. Ытти çăл куçсем вĕсене уçакансен ячĕсене илчĕç.
Хĕрỹ ĕç хыççăн пурте пĕрле хирти кухньăра хатĕрленĕ апата çирĕç. Чи хастаррисем парнене тивĕçрĕç.
Юлашкинчен çапла йышăнчĕç: кашни çулах - июнĕн 12-мĕшĕнче, 12 сехетре - Çăл куç кунне ирттермелле. Пурне те ырă ĕç тума чĕнсе каларĕç.