Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Мистер Сидр» Шăмăрша ан çиттĕрех!

«Мистер Сидр» Шăмăрша ан çиттĕрех!

РОСПОТРЕБНАДЗОРĂН Чăваш Республикинчи Управленийĕ «Мистер Сидр» сăра напитокне ĕçсе çынсем наркăмăшланни çинчен пĕлтерет. Телее, çак шĕвеке сутнине пирĕн республикăра тупса палăртман, анчах та кунта та çитес хăрушлăх пур.

Йĕрке хуралçисем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, спиртлă шĕвеке Самар облаçĕнче туса кăларнă. Роспотребнадзор Управленийĕ Республика çыннисене «Мистер Сидр» напитока туянмалла мар тесе чĕнсе калать, çак шĕвеке ăçта тата кам сутни çинчен пĕр тăхтаса тăмасăр полицие пĕлтерме ыйтать.

«Мистер Сидр» спиртлă шĕвекре хăрушă наркăмăш - метанол тупса палăртнă, ăна нумаях ĕçмесен те çын вилме пултарать.

Самар облаçĕн Сывлăха сыхлавĕн министерстви «Мистр Сидр» ĕçнипе 9 çын вилнине, 13-ĕшĕ йывăр аптăраса больницăра выртнине пĕлтерет. Удмурт Республикинче Сидр ĕçсе 1 çын, Чулхула облаçĕнче 2 çын вилнĕ. Вуншар çынна больницăна хунă.

Чи хăрушă хыпар вара Ульяновск облаçĕнчен çитрĕ. Кунта «Мистер Сидр» ĕçсе 16 çын вилнĕ, вăйлă наркăмăшланнă 19 çын больницăра выртать.

Светлана Лялина судмедэксперт каланă тăрăх, метанолпа наркăмăшланнисен 90 проценчĕ вилме пултарать, чĕрĕ юлнисем те суккăрланас хăрушлăх пысăк.

«Мистер Сидра» ятарлă савăтпа та, ярса парса та (в розлив) сутнă. Самарта туса кăларнă çак спирт шĕвекĕ Чăваш Ене те çитнĕ тесе шутлаççĕ. Çак списокра пирĕн Шăмăршă муниципалитет округĕ те пуласран чун шикленет.

Самар облаçĕн Винтай поселокĕнче вырнаçнă «Анди» ООО «Мистер Сидр» çеç мар, спиртлă ытти шĕвеке те суту-илĕве тăратнă. Çавăнпа та «Пивной напиток» тесе çырнă шĕвеке туянасран асăрханма ыйтаççĕ.

Хальхи вăхăтра шанчăксăр эрех-сăра сĕнекен суту-илỹ точкисене хупас ыйту çивĕч тăрать, правительствăн ятарлă йышăнăвĕ пуласса кĕтеççĕ. Сăлтавĕ пысăк: «Мистер Сидр» йышши шĕвексем наркăмăшлă метанолпа Раççейри нумай регионти çынна - чи малтан арçынсене - вĕлерме пултараççĕ.

Чăннипех те, хăрушă! Мĕн çакланнă, çавна ĕçес марччĕ, хамăрăн сывлăх çинчен чи малтан хамăрăн шутламалла.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
13 июня 2023
08:52
Поделиться