Кранран юхĕ тăрă шыв е çак ĕмĕт хăçан пурнăçланĕ?
«Шăмăршă тинĕсĕ,
Шăмăршă тинĕсĕ,
Епле вăл илемлĕ, эсĕ кур!
Часах çуртсене тăрă шыв юхса килĕ -
Ĕçчен çыннисем, чăннипех те, маттур!» _
çак йĕркесене Патăрьел вăтам шкулĕнче саккăрмĕш класра вĕренекен хĕр ача çырнă. Çĕр-шыври «Таса шыв» программăпа Палтиел ялĕ çывăхĕнчи вăрман варринче туса лартнă шыв управне халăхра тахçанах ĕнтĕ «Шăмăршă тинĕсĕ» тесе калаççĕ.
420 гектар йышăнакан лаптăкри управра - 15,9 миллион кубла метр шыв! Чăннипе те, тинĕспе танлаштарма пулать çак обьекта.
Пирĕн муниципалитет округĕнче, çавăн пекех кỹршĕллĕ Патăрьел тата Комсомольски тăрăхĕнче пурăнакансем яланах шыв пахалăхĕ япăх пулнишĕн пăшăрханаçççĕ. Çакна шута илсе ĕнтĕ 2005-2009 çулсенче Хырла шывĕ çинче республикăри чи пысăк управа (водохранилище) туса лартнă. 2011-2014 çулсенче ĕçмелли шыва тасатакан сооруженисем çĕкленĕ. Çак сооруженисем витĕр тасалса тухакан шыв, пур енчен илсен те, сывлăхшăн сиенлĕ мар. Унăн тытăмне лабораторире хальхи ыйтусене тивĕçтерекен приборсемпе тĕрĕслесе тăрĕç.
Укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çивĕч тăнипе, шыв управне тăвас ĕç питĕ вăраха тăсăлчĕ. 2021 çулта Чăваш Республикин пуçлăхĕ Олег Николаев çак объекта çирĕп контроле илнĕ. Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин «Гидроресурс» хысна учрежденийĕн директорĕ Камиль Салихов шỹтлесе çапла калать: «Малтанах çапла «вут хурса» тăнă пулсан, объект хальччен тахçанах хута каймаллаччĕ тата республикăн кăнтăр енчи ялĕсенче шыв ыйтăвĕ те татăлатчĕ.
2022 çулта Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски муниципалитет округĕсенче ушкăнлă килекен шывăн 1,2,3 пуск комплексĕсене туса пĕтернĕ; 5,6,8,9 пуск комплексĕсене малалла тăваççĕ.
Çавна май кăçал 33 километр пăрăх хурса тухнă, 8 яла шыв пама та пулать ĕнтĕ. 2024 çулхи кĕркунне ĕçмелли таса шыв пирĕн Шăмăршă муниципалитет округĕнче пурăнакансене те савăнтарĕ тесе шантарсах каларĕ Камиль Салихов.
_ Шыв управĕнче тарăн вырăн нумай, тĕл-тĕл 4-5 метра та çитет, _ палăртрĕ «Гидроресурс» хысна учрежденийĕн директорĕ. _ Халĕ, çуллахи каникул вăхăтĕнче, кунта шыва кĕрес шутпа килекенсене _ уйрăмах ачасене _ çапла хытă асăрхаттарасшăн: управра шыва кĕме юрамасть, хăрушă инкек пуласран çак çирĕп мерăна йышăнма тиврĕ.
2024 çулхи кĕркунне крансенчен таса шыв юхма пуçласса тỹсеймесĕр кĕтетпĕр. Шаннă кайăк йăвара пултăрах!