Качакаран мĕн ыйтан?
ИРĔКРЕ çỹрекен качакасем Шăмăршăра тата ытти ялсенче иртĕхни çинчен хаçатра пĕрре кăна çырман.
Çак мăйракаллă выльăх çут çанталăка пысăк сиен кỹрет, çынсем тăрăшса ỹстерекен йывăçсемпе тĕмсене кăшласа хăртни хытă пăшăрхантарать. Кỹршĕри Тутарстанăн Çĕпрел район центрĕнче урамрах хитре чечексем куçа илĕртеççĕ пулсан, пирĕн пахчарисене те качакасем тĕп тăваççĕ. Патăрьел районĕнче тахçанах качакасене ирĕкре çỹретессине чарса лартнă.
Ман шутпа, пирĕн муниципалитет округĕнче те çирĕп йĕрке тума вăхăт. Качакана вĕренпе кăкарса çитерсен, никам та тарăхмĕччĕ. Кĕтỹ йĕркелеме те пулать. Ман сĕнỹ пирки Шăмăршă ялĕнчен суйланă округ депутачĕсем мĕн калĕç-ши? Йĕркесĕрлĕхе чăтса пурăнас килмест, ял çыннисем те çакнах калаççĕ.
Б.БЫКОВ, ĕç ветеранĕ. Шăмăршă ялĕ.