Елисей Афанасьев палăкĕ кирлех!
ПИРĔН тăрăхран паллă çынсем нумай тухнă. Юлашки çулсенче, ГСВГ ветеранĕ-сен вырăнти уйрăмĕн председателĕ Александр Карзанов тăрăшнипе, Шăмăршăра Раççей Геройĕн Олег Долговăн, Томскри Аслă çар çыхăну училищин выпускникĕ Геннадий Савельев пысăк вăй хунипе, Василий Никифоров генерал палăкĕсене туса лартрĕç. Шăмăршăра, çавăн пекех, Граждан вăрçи Геройĕн Иван Космовскин тата Совет Союзĕн Геройĕн Виталий Уруковăн палăкĕсем те пур.
Шел пулин те, пирĕн тепĕр паттăр Çыннăмăр _ Мухтав орденĕн тулли кавалерĕн Елисей Афанасьевăн палăкне лартма тăрăшакан тупăнмарĕ. Елисей Иванович вара çак пысăк чыса тахçанах тивĕç.
Пуянкасси ял территорийĕн уйрăмĕнче Афган вăрçин ветеранĕ Валерий Кузнецов ячĕпе футбол ăмăртăвне ирттереççĕ-ха, анчах Елисей Афанасьева çулленех «манса хăвараççĕ. Çамрăк ăрăва патрио-тизм воспитанийĕ парас ĕçре ку _ пысăк çитменлĕх.
Елисей Иванович Афанасьев палăкне тума спонсорсем тупăнмаççĕ пулсан (эпĕ, çапах та, пирĕн чăн-чăн патриотсем пуррине çирĕп шанатăп!), халăхран пулăшу ыйтма сĕнетĕп. Çак пысăк ĕçе халĕрех пуçăнсан аван пулĕччĕ.