Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çут çанталăк музейĕнче пулчĕç

Çут çанталăк музейĕнче пулчĕç

«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

«ШĂМĂРШĂ лесничестви» бюджет учрежденийĕн Вăрман сыхлавĕн музейне шкулта вĕренекенсемпе ача садне çỹрекенсем тăтăш килеççĕ. Иртнĕ кунсенче кунта Шăмăршăри «Ромашка» ача сачĕн воспитанникĕсем хăнара пулчĕç.

Çак музее 1984 çулхи июнĕн 13-мĕшĕнче уçнă. Унта 300 ытла экспонат упранать.

Ачасем вăрман культурисен кăçал хута янă теплицинче те пулса курчĕç. Çуркунне теплицăри 600 кассетăна 48 пин штук хыр вăрлăхĕ акса хăварнă.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
26 мая 2023
14:45
Поделиться