Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Телейлĕ ачалăх ытамĕнче

Телейлĕ ачалăх ытамĕнче

«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

ЧĂВАШ ЕНРЕ Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ пынă май, Шăмăршă муниципалитет округĕн территорийĕнчи «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕпе «Шăмăршă лесничестви» бюджет учрежденийĕ çитĕнекен ăрăвăн экологи культурине ỹстерессишĕн нумай тăрăшаççĕ. Округра çамрăк экологсен отрядне тата экологи волонтерĕсен отрядне йĕркеленĕ.

«Шăмăршă лесничестви» бюджет учрежденийĕн директорĕ Александр Цыганов ятарласа чĕннипе çак кунсенче Шăмăршă вăтам шкулĕн 4 «в» класĕнче вĕренекенсем Энтĕрьелĕнчи вăрман культурисен питомникĕнче экскурсире пулчĕç. Пĕчĕккисене питомник сотрудникĕ Наталья Эсливанова кăтартса çỹрерĕ, çепĕç чĕлхепе тата ăшă кулăпа ачасен чĕрисене тыткăнларĕ.

Чăнах та, мĕн кăна пĕлмест-ши вăл? Наталья Эсливанова каланă тăрăх, питомникре кашни çулах 2 миллион штук хырпа чăрăш хунавĕсене вăрлăх акса ỹстереççĕ. Кунсăр пуçне, хамăр республикăри тĕрлĕ ял-хулана ешĕллентерме çăка, туя тата каштан хунавĕсене те хатĕрлесе параççĕ. Темиçе çул каялла кунтан илсе кайнă çамрăк хунавсене Шуршăлти Космонавтика музейĕн территорине лартни те ачасемшĕн питĕ тĕлĕнмелле ырă хыпар пулчĕ.

Çамрăк вăрмансем лартса чĕртес ыйту яланах кун йĕркинче тăрать. Пирĕн тăрăхра юлашки çулсенче юман хăрса пĕтме пуçлани пăшăрхантарать. Çавăнпа та лесничество ĕçченĕсен вăйĕпе, кĕркунне юман йĕкелне пухса çуркунне питомникре лартса хăварнă. Юманăн тин çеç шăтса тухнă ачаш хунавĕсене ачасем юратса сăнарĕç.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
26 мая 2023
14:33
Поделиться