Наци проекчĕ тата регион проекчĕсем
«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
«ЭКОЛОГИ» Наци проекчĕпе пĕрле республикăра регионти 5 проект та ĕçлет. Вĕсем çаксем: «Атăла сыватасси», «Таса çĕр-шыв», «Коммуналлă хытă каяшсене тирпейлемелли комплекслă система», «Вăрмана упрасси» тата «Сайра тĕл пулакан шыв объекчĕсене упраса хăварасси».
«Атăла сыватасси» регион проектне пурнăçласа, виçĕ çул хушшинче 2,5 миллиард тенкĕлĕх ĕç тунă. Кăçал тата 363 миллион тенкĕлĕх экологи мероприятийĕсем ирттермелле.
Республикăра тасатакан 5 сооружени хута янă, çакă таса мар шыв Атăла юхса тухассине 40 процент чакарма май панă.
Етĕрнере тата Шăмăршăра нумай çул хушши юхăнса выртнă свалкăсене рекультиваци туни те - çав тери пысăк ĕç. Малашне йăлари хытă каяшсене системăлакан процесс хута каймалла.