Кăткă та - пирĕн тус
«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
ВĂРМАНА кăткă пысăк усă кỹрет. Çавăнпа та унăн тĕммине аркатма юрамасть, ытларах ĕрчетĕр тесе тăрăшмалла.
«Кăткă - вăрман санитарĕ», - теççĕ лесниксем. Хăрма пуçланă йывăçа хупăрласа илсе, кăткăсем ăна хăвăртрах çĕрме пулăшаççĕ, çапла вара чир-чĕр сарăлассине чарса лартаççĕ.
Кăткăсем ỹсен-тăран вăрлăхне сарнипе те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хăйĕн йăвине сĕтĕрнĕ чух кăткăсем час-часах вăрлăха çухатаççĕ, çапла вара пĕтĕм вăрманĕпе сарăлма пулăшаççĕ.
Вĕлле хурчĕсем пекех, кăткăсем чечексене шăркалантараççĕ, çакăншăн та пирĕн кăтка тав тумалла.
Çĕр айĕпе вун-вун çул туса, кăткăсем вăрман тăприне çемçетеççĕ. Эсир çакна асăрханă-и: кăткă тĕмми çывăхĕнчи ỹсен-тăран ытти çĕртинчен нумай лайăхрах ешерет.
Кăткăсем юрлакан вĕçен кайăксемшĕн паха апат пулса тăраççĕ.
Вăрманти пысăках мар кăткă тĕммин çемйи талăкра 15 пин ытла тĕрлĕрен сиенлĕ хурт-кăпшанка пĕтерме пултарать.
Медицинăра кăткă кислотипе анлă усă кураççĕ. Çак эмел туберкулез, бронх астми, гепатит, пỹре, сахăр диабечĕ чирĕсенчен сипленме пулăшать.
Кăларăма Иван САЛАНДАЕВ хатĕрленĕ.

Послание Президента Федеральному Собранию
Послание Главы Чувашии Государственному Совету республики
РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ