Экологи уйăхлăхĕ пырать
«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Майăн 15-мĕшĕнче пирĕн çĕр-шывра анлă калăпăшлă акци - пĕчĕк çырмасемпе кỹлĕсене хỹтĕлемелли Пĕрлехи кунсем пуçланнă. Экологи уйăхлăхĕ июнĕн 15-мĕшĕнче вĕçленĕ.
Акци тĕллевĕ - çынсене пĕчĕк çырмасене тăтăшах тасатса-тирпейлесе тăма явăçтарасси, çỹп-çаппа тĕрлĕ ăпăр-тапăра пăрахма юраманни çинчен асăрхаттарасси.
Çак акци вăхăтĕнче пирĕн Шăмăршă муниципалитет округĕнче те ятлă тата ятсăр çырмасен хĕррине тасатса тухмалла, çак ĕçе шкулта вĕренекенсемпе çитĕннисем хастар хутшăнсан аван пулĕччĕ.
Майăн 20-мĕшĕнче Шупашкарта «Симĕс марафон - Раççей Шывĕ» мероприяти иртнĕ, Атăл çыранĕ хĕрринче йăваланса выртакан ăпăр- тапăра пуçтарса тавралăха илем кĕртме çĕр-çĕр çын хутшăннă.
Кăларăма Иван САЛАНДАЕВ хатĕрленĕ.