Асăрханăр: çул çинче - пăши!
«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
КĂÇАЛХИ апрелĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа пирĕн республикăри Комсомольски, Çĕмĕрле тата Шăмăршă муниципалитет округĕсенче çул çинче автомашина пăшие (лось) çапса хăварнă виçĕ тĕслĕхе шута илнĕ.
2022 çулта Чăваш Енри çулсем çинче 21 пăши таптанса вилнĕ. Çавăн пекех хир сыснипе (кабан) хир качакине (косуль) пула темиçе авари пулнă.
Водительсен çул çинче çав тери асăрхануллă пулмалла, уйрăмах кун тĕттĕмленнĕ чух вăрман çулĕ çинче тимлĕхе ỹстермелле.
Енчен те водитель пăшие таптаса вĕлерсен - 80 пин, хир качакишĕн - 30 пин, мулкачшăн 1 пин тенкĕ штраф тỹлеттереççĕ. Штраф укçине, водителĕн ОСАГО полисĕ пулсан, страхлакан компанирен судпа шыраса илеççĕ.