Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Упамса тата та илемленчĕ

Упамса тата та илемленчĕ

«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

«Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕн сотрудникĕсем Пĕтĕм Раççейри «Раççей шывĕ» акцие хастар хутшăнчĕç.

Кăçал парк ĕçченĕсем вăрман варрипе шăнкăртатса юхакан Упамса çырмине тасатса тирпейлерĕç.

Упамса çырми тăрă шывпа палăрса тăрать, унта хăнтăр (бобр) çемйисем юратса пурăнаççĕ. Çырмара пулă та пур. Унăн çыранĕ хĕррипе туристсем килĕштерекен «Чăваш вăрманĕн вăрттăнлăхĕсем» экологи сукмакĕ тăсăлса выртать.

Акцие хутшăнса, парк ĕçченĕсем 3 километр ытла тăрăшшĕ çыран хĕррине тасатрĕç, шывра йăваланса выртакан йывăç вуллисене тирпейлерĕç.

Мĕнле лайăх вĕт-ха хамăр ĕç çине пăхса савăнма! Вăрман та тирпейлĕрех халĕ, шыв та тасарах та янравлăрах.

Кăларăма Иван САЛАНДАЕВ хатĕрленĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
19 мая 2023
11:42
Поделиться