Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Унччен - «Экоцентрччĕ», халĕ - «Ситиматик»

Унччен - «Экоцентрччĕ», халĕ - «Ситиматик»

«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

2022 Çулхи августăн 22-мĕшĕнче пирĕн муниципалитет округĕнчен çỹп-çап турттаракан «Экоцентр» МВК» ООО ятне улăштарнă. Халĕ çỹп-çап «хуçи» - «Ситиматик Чувашия» ООО. Организаци ятне улăштарни кунта реорганизаци пулнине пĕлтермест. Çỹп-çап машинисемпе документсем çине «Экоцентр» вырăнне «Ситиматик» тесе çырнă пулин те, организаци çав ĕçех тăвать.

«Ситиматик Чувашия» республикăри кашни муниципалитет округĕпех коммуналлă хытă каяшсене (ТКО) турттарма килĕшỹ тунă. Регионти оператор телефонĕ: 8(8352) 62-33-77. (info@mvkecocenter.ru)

«Ситиматик Чувашия» ООО Чăваш Республикинчи 1725 пурăнакан пунктпа вĕсенчи 1198429 çынна тивĕçтерсе тăрать. Коммуналлă хытă каяшсене 141 ятарлă техника турттарать.

Регионти оператор тивĕçне пурнăçлама тытăннăранпа «Ситиматик Чувашия» ООО 13 пин ытла çĕнĕ евроконтейнер вырнаçтарса тухнă. Çулталăк тăрăшшĕпе 273000 тонна ытла коммуналлă хытă каяш (ТКО) турттарнă. Çак организацие йĕркеленĕренпе республика территорийĕнчи 2425 кубометр лаптăк çинчи свалкăсене пĕтерме май килнĕ.

«Ситиматик Чувашия» ООО çак адреспа вырнаçнă: 428031, Шупашкар хули, Мускав проспекчĕ, 19 çурт, 11 корпус, 2 пỹлĕм.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
19 мая 2023
11:31
Поделиться