Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тирпей-илем - хамăршăн, асра тытăр тархасшăн!

Тирпей-илем - хамăршăн, асра тытăр тархасшăн!

«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Чăваш Республики юлашки вăхăтра коммуналлă хытă çỹп-çапа пухса тирпейлессин çĕнĕ системине пурнăçа кĕртессипе çине тăрса ĕçлеме тытăнчĕ. «Экологи» Наци проекчĕ шайĕнчи республикăри «Таса çĕр-шыв» регион проекчĕпе килĕшỹллĕн, йăлари коммуналлă çỹп-çапа пухса тирпейленĕ çĕрте çирĕп йĕрке тума, хамăрăн тавралăха илемлĕхпе хăтлăх кỹме палăртнă.

Çынсем çỹп-çапа вăхăтра, графикпа пăхнă пек турттарса кайнине курасшăн. Вĕсем çакăншăн укçа тỹлеççĕ вĕт-ха. «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕ Шăмăршăра тата ялсенче çỹп-çапа вăхăтра турттарса тăнине тата çак ĕçе пахалăхлă пурнăçланине тĕрĕслесе тăма пĕрлехи обществăлла контроль йĕркелеме сĕнет. Енчен те контейнерсем тулса тăкăнаççĕ, çỹп-çап сапаланса тавралăха варалать пулсан - ку йĕркесĕрлĕхе сăн (фото) ỹкерсе илĕр.

Сăн ỹкерчĕксене «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцине shemursha_vesti@mailĕru адреспа ярса памалла е пирĕн пата кĕрсе тухма вăхăт тупмалла.

Пĕр услови: сăн ỹкерчĕк ярса панă чухне ăна ăçта ỹкернин тĕп-тĕрĕс адресне, хăш кун тата хăш вăхăтра ỹкернине кăтартмалла, мĕншĕн тесен редакци тивĕçлĕ мерăсем йышăнма ку даннăйсене регион операторне ярса парать.

Тен, эсир коммунальщиксем хăйсен тивĕçне лайăх пурнăçланине, хăвăр пурăнакан нумай хваттерлĕ çурт картишĕ хăтлă та илемлĕ пулнине палăртасшăн? Кун йышши информацие те хапăл тусах йышăнатпăр.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
19 мая 2023
11:47
Поделиться