Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сарăлса выртатчĕ çỹп-çап

Сарăлса выртатчĕ çỹп-çап

Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Шăмăршă çывăхĕнчи çỹп-çап свалки ял тата район ятне ярса вуншар çул хушши сарăлса выртрĕ, ỹснĕçем ỹссе пычĕ. 2022 çулта тинех кунта рекультиваци ĕçне туса свалкăна çĕр айне турĕç. Шăмăршă район администрацийĕпе «Городская Служба контроля» ООО муниципалитет контракчĕ туса хатĕрленĕ. Унпа килĕшỹллĕн подрядчик 14 миллион тенкĕ ытлалăх ĕç пурнăçланă.

Халĕ 2 гектара яхăн ята ярса выртнă çĕр çине пăхма та кăмăллă. Кунта хăçан-тăр свалка пулни те паллă мар, тепĕр темиçе çултан çамрăк вăрман ешерме тытăнĕ.

Тăрăшсан - пултаратпăр вĕт-ха ĕçлеме, хисеплĕ шăмăршăсем!



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
19 мая 2023
11:45
Поделиться