Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пин çултан хытă ятлĕç пире

Пин çултан хытă ятлĕç пире

«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

ЭСИР кăларса ывăтнă полиэтилен - 100 çултан, кĕленче - 1000 çултан, шăвăç кон- серва банки - 90 çултан, пластик бутылка - 100-200 çултан, пластик стакан - 50 çултан, аллюминий - 500 çултан, тимĕр 90-100 çултан çеç çĕрсе тăпрана çаврăнаççĕ.

Çавăн пекех автомобиль аккумуляторĕ - 100 çултан, электричество батарейки - 110 çултан, фольга - 100 çултан, автомобиль покрышки - 150 çултан, телефонпа ком- пьютер 1000 çултан çеç çĕрсе сывлăхшăн питĕ сиенлĕ тăпра пулаççĕ.

Искусственнăй майпа пулнă ăпăртапăр (мусор) экологишĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Çавăнпа та вăрман уçланкинче, шыв хĕрринче, çул айккинче е ытти çĕрте пластик савăт-сапа, пакет, кĕленче, консерва банки пăрахса ан хăварăр, хутаçа хурса хăвăрпа пĕрле илĕр те кайран çỹп-çап контейнерне хурăр.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
19 мая 2023
11:49
Поделиться