Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Илемлĕ-и тăван ял?

Илемлĕ-и тăван ял?

Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

ПАЛЛĂ ăсчах Геннадий Волков этнопедагог çапла каланă: «Тăван çĕрĕн тусанĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак».

Паллах, çак сăмахсене Геннадий Никандрович ытарлă каланă. Ялта тусанпа пылчăк пулатех. Çĕр ĕçĕ - тусанлă, пылчăклă, апла пулин те ял çыннисем хăйсен пурнăçне ỹпкелемеççĕ.

Шăмăршă тăрăхĕнчи ялсем уйрăмах çуллахи вăхăтра илемлĕ. Йĕри-тавра сип-симĕс, пăхса илетĕн те - кăмăл çĕкленет.

Каçхине хĕвел илемлĕн хĕрелсе анать. Тавралăх шăпланать. Ирхине вара хастар халăх ĕçе тытăнать. Тỹпере тăри юрлать, хĕртсе хĕвел пăхать, утă шăрши таврана сарăлать. Ĕçлет ман юратнă ял-йыш. Малаллах талпăнать, нимĕнле йывăрлăха та парăнасшăн мар-ха. Чун савăнать ĕçчен халăх çине пăхса.

Çут çанталăкпа çынуйрăлми çыхăннă. Çавăнпа та эпир йывăç-тĕм лартатпăр, чечек ĕрчететпĕр, çăл куçсене тасатса шыв çулне уçатпăр. Çак ĕçсене тумасан, ỹркенсе ларсан çут çанталăк та чухăнланать.

Ялта пушă ларакан çуртсен йĕри-таврашне вĕлтĕренпе ытти хыт-хура пусса илни урам ятне ярать. Пушă çуртсем патĕнче çеç мар, ытти çĕрте те вĕлтренпе эрĕм çĕкленет. Вĕсене çулсах тăмалла, хамăр ỹркеннипе «кахал» ят илтес марччĕ.

Пỹрт умĕнче, пахчара яланах тирпейлĕ пултăр. Çырма е кỹлĕ хĕррине вараласа пĕтерни те илемсĕр. Экологие сиен кỹни çут çанталăка чухăнлатать, ял илĕртỹлĕхне пĕтерет.

Ĕлĕкрех «Чи тирпейлĕ ял», «Чи илемлĕ урам», «Чи пуян пахча» ятсене çĕнсе илессишĕн тăрăшаттăмăр. Паян мĕн пулчĕ-ши пире, ентешĕмĕрсем? Атьăр-ха пурте пĕр çын пек пулса тирпей-илемшĕн тăрăшар, Шăмăршă тăрăхĕнчи ялсен ырă ячĕ сарăлтăр тесе вăй хурар!



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
19 мая 2023
11:37
Поделиться