Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Авăтать куккук

Авăтать куккук

«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.


Çурхи вăрманта, пур кайăк та йăва çавăрнă чух, куккук айккинчен пăхса тăрать. Вăл ыттисем йăва ăсталасса кĕтет. Кайăк йăвинчен вĕçсе каять çеç - куккук унта хăйĕн çăмартине хурса хăварать. Куккук уйрăмах çерçи пек пĕчĕк кайăксен - пăрчăкан, вĕлтĕрен тăрри, вут хỹре, шăна тытакан – йăвине килĕштерет.

Куккук çăмартисене çак пĕчĕк ка- йăксем пусса кăлараççĕ, чĕппине хурт-кăпшанкăпа тăрантараççĕ.

Куккук аçи çеç авăтать. Вăл амипе пĕрле пурăнмасть, унăн çемйи те, чĕппи те çук. Çак кайăк кунĕпе таçта та çитет, 70-80 çухрăм та вĕçме пултарать.

Куккук вăрмана пысăк усă кỹрет, ытти кайăксем тиркекен çăмлă гусеницăсемпе тăранса пурăнать. Пурçăн хурчĕ (шелкопряд), сăмахран, йывăçа тапăнсан хăртма та пултарать. Куккук çеç ăна çăлса хăвараять.

Июль уйăхĕнче кукукксем ăшă енне - Африкăна - вĕçсе каяççĕ. Малтан ватăраххисем инçе çула тухаççĕ, унтан çамрăккисем тапранаççĕ.

Куккук 6-10 çул пурăнма пултарать. Унăн йывăрăшĕ - 120 грамран, пысăкăшĕ 30 сантиметртан ытла мар.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
19 мая 2023
11:43
Поделиться