Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пĕррехинче, çумăрлă кун

Пĕррехинче, çумăрлă кун

1845 ÇУЛХИ май уйăхĕ Атăл тăрăхĕнче шăрăх та типĕ тăнă. Çуртрисене акса хăварнă пулин те, тăпрара нỹрĕк сахаллипе калча сарăхма та тытăннă.

Шăпах çак шăрăх кунсенчен пĕринче Шăмăршă вулăсне Чĕмпĕртен хаклă хăна - действительнăй статский советник, Чĕмпĕр удельни кантурĕн управляющийĕ Сергей Петрович Глинка килсе çитет.

Кунта «действительнăй статский советник» мĕне пĕлтернине ăнлантарса хăвармалла пулĕ. Çак чина илнисене ăруран ăрăва куçакан дворянин (потомственное дворянство) ятне панă, вĕсем патша политикине тытса пынă. «Действительнăй статский советник» чин илнисем департамент директорĕнче, губернаторта тата хула пуçлăхĕнче (градоначальник) ĕçлеме пултарнă.

Тĕлĕнмелле вĕт, управляющи Шăмăрша килсе кĕрсенех пĕлĕте тĕксĕм хура пĕлĕтсем карса илнĕ те, чĕресрен тăкнă пек çумăр лỹшкеме пуçланă. Кун пирки «Симбирские губернские ведомости» хаçат çапла çырать (чăвашла куçаратăп – авт.):

«...Вулăс центрне пырса кĕнĕ çĕрти çырма темиçе сехетренех тулса сарăлнă, йывăç кĕпер те юхса кайнă. Çав кун темиçе шыв арманĕн пĕви те татăлнă. Апла пулин те Шăмăршă халăхĕ вăйлă çумăра пăхмасăрах урама тухнă, савăннипе юрланă та ташланă. Çынсем пурте çумăр çутăр тесе маларах кĕлĕ ирттернĕ пачăшкăна чĕререн тав тунă.

Действительнăй статский советник, Чĕмпĕр удельни кантурĕн Управляющийĕ Сергей Петрович Глинка чиркĕве кĕрсе çумăра ирттерсе янă. Темшĕн, ăна кунта килĕшмен: тĕн çурчĕн пĕчĕк чỹречисене, çĕрĕшме пуçланă урай хăмисене, кивелсе çитнĕ хуралтăсене хытă тиркенĕ. «Ку - чиркỹ мар, лаша вити! – тенĕ вăл хытă тарăхса. - Çак храм Шăмăршă ятне ярса ларать!»

Вара Сергей Петрович, хăйĕн влаçĕпе усă курса, çĕнĕ чиркỹ тума хушу (приказ) парать».

Хушу пама пулĕ-ха, анчах удельни пуçлăхĕ чиркỹ тума укçа уйăрма шантарман. Вара прихожансен вăйĕпе 1847 çулта йывăçран çĕнĕ чиркỹ туса лартаççĕ. Чиркỹ планне Чĕмпĕр удельни кантурĕ туса хатĕрленĕ, удельни министерстви çирĕплетнĕ, çĕнĕ тĕн çуртне Феодотий епископ пил панă.



12 мая 2023
11:14
Поделиться