Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кайăк-кĕшĕке урама ан кăларăр

Кайăк-кĕшĕке урама ан кăларăр

КАЙĂК грипĕ - тискер кайăксемпе килти кайăк-кĕшĕке ерекен вируслă чир. Вăл - чирлĕ кайăкран сыввине сывлăш тата апат-çимĕç урлă лекет.

Чăх-чĕпе, хур-кăвакала кайăк грипĕпе чирлесрен кашнийĕнех çакна асра тытмалла:

- кайăк-кĕшĕк продукцине ваккăн тавар сутакан стационар предприятийĕсенче тата апат-çимĕç пасарĕнче кăна туянмалла (тавар упаковки çинче ăна туса кăларакан предприяти тата продукт ячĕсем, продукцие хăçан кăларнине кăтартакан дата, ăна усрамалли срок тата условисем паллă пулмалла, паллах, нормативпа техника докуменчĕ те кирлĕ);

- çак продукцие палламан çынсенчен тата сутма юраман вырăнсенче туянмалла мар;

- кайăк-кĕшĕк продукцине килти условире нумай вĕретсе-ăшаласа хатĕрлемелле (çамрăк чăх тушкине - çур сехет, çитĕннĕ чăхха пĕр сехетрен кая мар пĕçермелле); çăмартана чăмăрла (вкрутую) пĕçерсен шанчăклă;

- чăх-чĕп тушкине вакланă чух алла резина перчетке тăхăнмалла, ку вăхăтра сăмсана перĕнмелле мар, пỹрнене çăвара чикмелле мар, какай вакланă хыççăн ывăспа çĕççе тата перчеткене вĕри шывпа, супăньпе çумалла, шăнтнă продукцие микрохумлă кăмакара ирĕлтермелле - çакă веçех вирусран упранма май парĕ;

Кайăк-кĕшĕк усраканăн çакна çирĕп пăхăнмалла:

- кайăк грипĕ ересрен сыхланас тĕллевпе чĕрĕ кайăка туянасран-усрасран тытăнса тăмалла;

- килти хуçалăхра усрамашкăн кайăк-кĕшĕке ятарлă пасарсенче çеç туянмалла;

- чăх-чĕп, хур-кăвакал апат çиме, шыв ĕçме пăрахсан, сỹрĕкленсен вĕсен тĕпекĕ-киккирикĕ кăвакарсан, нумайăшĕ вилсен пĕр тăхтамасăр ветеринари службин специалисчĕсене чĕнсе илмелле;

- килти кайăксен каяшне харпăр хăй хуçалăхĕнчен кăлармалла мар: малтан биотермика мелĕпе сиенсĕрлетмелле;

- вилнĕ кайăксен тушкисене, тĕк-çунатне, ăш-чикне дезинфекци туса биотермика шăтăкĕсене хураççĕ е çунтараççĕ. Сунарçăсен те питĕ сыхă, тимлĕ пулмалла:

- кайăк хур (кайăк кăвакал) халсăрланни, çынран хăрани, тайкаланса утни сисĕнсен, тытнă тупăша полиэтилен миххе хурса патшалăхăн ветеринари службин представительне памалла;

- алă çинче суран е кăвакарнă вырăн пулсан, тытнă кайăк-кĕшĕк тушкине тирпейленĕ чухне резина перчетке тăхăнмалла; юн ỹте, куçа, çăвара лекесрен асăрханмалла; кайăк ăш-чикне, тĕк-çунатне çунтарса ямалла;

- вăрман кайăкĕн тата шывра ишекен кайăкăн какайне сутма тата улăштарма пачах юрамасть.

Шăпах тискер кайăксен миграцийĕ чир-чĕр тухассине витĕм кỹрет те. Астăватăр пулĕ, 2016 çултан пуçласа 2018 çулччен Раççейре кайăксен грипне пула 6 миллион ытла кайăк-кĕшĕке пĕтернĕ, темиçе фабрика панкрута тухнă.

Мĕншĕн тепĕр хут аса илтертĕмĕр-ха кун пирки? Юлашки вăхăтра кайăк-кĕшĕк чирне пирĕн республикăпа кỹршĕллĕ Марий Элта, Удмуртире, Киров облаçĕнче тупса палăртнă.

Кайăк грипне ертекенĕ-сараканĕ - куçса-вĕçсе çỹрекен чайка (дикая чайка). Кайăк-кĕшĕк туянакансене тепĕр хут асăрхаттарас килет. Чăх-чĕп е хур-кăвакал туяннă чухне сутуçăран ветеринари службинчен илнĕ ятарлă документ ыйтмалла. Енчен те çакнашкал хутпа сире паллаштараймарĕç пулсан, вĕсене туянма ан васкăр. Тен, шăпах эсир туянма шутланă кайăк-кĕшĕкĕн мĕнле те пулсан чир-чĕр палли пур.

Чăх-чĕпе вăхăтлă прививка туни чиртен упранма май парать. Хуçалăх çĕнĕ чăх-чĕппе, хур-кăвакалпа пуянланчĕ пулсан, ялти ветеринари службин ĕçченĕпе тĕл пулса канашласан шанчăклăрах. Специалист канашĕ кирек хăçан та вырăнлă.



12 мая 2023
11:20
Поделиться