Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чи аслă йывăçшăн сасăлар

Чи аслă йывăçшăн сасăлар

Чăваш Енри чи ватă юман «Раççейĕн çулталăкри йывăçĕ - 2023» конкурса хутшăнать.

Вăл - ЧР Муркаш районне кĕрекен Ильинка лесничествинче Мăн Сĕнтĕр поселокĕнчен - 9 çухрăмра, çурçĕр хĕвел тухăçнелле, Ильинка ялĕнчен - 100 метр хĕвел анăçнелле, ача-пăча сывлăх лагерĕнчен инçе мар - Опытный вăрман хуçалăхĕн 9-кварталĕнче ỹсет. Çак юман регион шайĕнчи культурăпа истори пĕлтерĕшлĕ çут çанталăк палăкĕ шутланать.

Çĕр-шывăмăрăн Тĕп йывăçĕшĕн «Йывăçсем - чĕрĕ çут çанталăк палăкĕсем» Пĕтĕм Раççей программин сайтĕнче (hhh.rosdrevo.ru) сасăлаççĕ. Сасăлав майăн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 1-мĕшĕнче иртет. Чăваш Енри чи ватă юманăн сасăлав номерĕ - 42.

Хамăр регионти чи аслă та кĕрнеклĕ йывăçшăн сасăлани Чăваш Енĕн мăнаçлăхĕпе чапне çĕклени пулĕ.



12 мая 2023
11:08
Поделиться