Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Субсиди укçипе туяннă

Субсиди укçипе туяннă

РЕСПУБЛИКĂРИ муниципалитет округĕсенчи культура учрежденийĕсем хушшинче йĕркеленĕ конкурсра «Чи лайăх Культура çурчĕ» ята - Кивĕ Чукал Культура çурчĕ, «Чи лайăх музей» ята Васан историпе краеведени музейĕ тивĕçнĕ. Çĕнтерỹçĕсене хавхалантарма 350000,00 тенкĕ субсиди уйăрса панă. Çак укçапа сцена çинче тăхăнмалли тум, компьютер техники, офис сĕтел-пуканĕ туяннă.

Çавăн пекех Шăмăршăри Культура çурчĕ те 50 пин çын таран пурăнакан ялсенчи Культура çурчĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетес тĕлĕшпе ирттернĕ Республика конкурсĕнче çĕнтернĕ, ăна 381453,84 тенкĕ субсиди парса пулăшнă. Субсидипе сасă вăйлатакан оборудовани, офис сĕтел-пуканĕ, оргтехника, сцена атă-пушмакĕ тата музыка инструменчĕсем туяннă.

«Культура» Наци проекчĕ пирĕн муниципалитет округĕнче лайăх пурнăçланса пыни, чăннипех те, савăнтарать.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
28 апреля 2023
15:03
Поделиться