Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Республикипех палăрчĕç

Республикипех палăрчĕç

Шупашкарта апрелĕн 22-23-мĕшĕсенче Чăваш Енре мала тухассишĕн çамрăк спортсменсем армрестлинг енĕпе вăй виçрĕç.


Çак пысăк ăмăртăва Шăмăршă муниципалитет округĕн вĕренекенĕсем те хутшăнчĕç.

Хăйсен категорийĕсенче Глеб Никитин (Карапай Шăмăршă), Ильвир Тепитовпа Роман Игнатьев (Шăмăршă), Софья Абсалямова (Виçпỹрт Шăмăршă) - виççĕмĕш, Варвара Давыдова (Шăмăршă), Мария Прохоровăпа Константин Беляков (Пăчăрлă Пашьел), Ильнара Тарамасова (Палтиел) - иккĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Мария Маловăпа (Виçпỹрт Шăмăршă) Георгий Ткалун (Баскак) пьедесталăн чи çỹллĕ картлашки çине хăпарма тивĕçрĕç.

Командăсем хушшинче Шупашкар хулин команди хыççăн Шăмăршă муниципалитет округĕ иккĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕ.

«Демографи (Спорт)» Наци проектне пурнăçа кĕртнĕ май пирĕн спортсменсем армрестлинг енĕпе пысăкран та пысăк çитĕнỹсем тăваççĕ. Республика тата Раççей шайĕнчи малашнехи ăмăртусенче те пирĕн шанăçа тỹрре кăларасси пирки иккĕленỹ çук.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
28 апреля 2023
15:07
Поделиться