Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Лартар симĕс йывăçсем: хурăн, йăмра, хурама...

Лартар симĕс йывăçсем: хурăн, йăмра, хурама...

Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕ, Шăмăршă тата Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕсен ертỹçисем, округри нумай ачаллă çемьесем, «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕ, Шăмăршă вăрман хуçалăхĕ Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн территорийĕнче йывăç лартрĕç. Йывăç лартассине Пĕтĕм Раççейри «Çемье вăрманĕ» экологи тата çут ĕç проекчĕпе килĕшỹллĕн йĕркелерĕç.

Çак пархатарлă ĕçĕн пуçаруçисем - Вырăс географи обществин Чăваш Республикинчи уйрăмĕ, Раççей экологи обществин Чăваш регион уйрăмĕ, ЧР «Симĕс хула» обществăлла организаци.

Шăмăршă лесничестви питомникри туя, кăвак чăрăш, каштан, юман хунавĕсемпе тивĕçтерчĕ. Лесничество директорĕ Александр Цыганов кашни йывăç уйрăмлăхĕ пирки ăнлантарчĕ, ку е вăл хунава мĕнлерех лартасси пирки ăсталăх класĕ ирттерчĕ.

Акцире Шăмăршăри нумай ачаллă Матвеевсен, Пăчăрлă Пашьелĕнчи УськинсемпеСтепановсен çемйисем, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем, ятарлă отряд волонтерĕсем, Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕн представителĕсем хастарлăх кăтартрĕç.

Йывăç лартакансем çут çанталăка упрама чĕнекен акцие пĕр çын пек кар тăрса хутшăнни савăнтарать. Вăрман ресурсĕ пуянланса пыни округшăн та, республикăшăн та - пысăк çитĕнỹ.

Акци онлайн форматпа иртрĕ. Çавна май ку мероприятие ытти площадкăсем те хутшăнма кăмăл турĕç. Вĕсем - ЧР Сĕнтĕрвăрри районĕнчен, Омск, Ленинград, Иркутск, Ульяновск облаçĕсенчен, Мари Элтан, Беларусь Республикин Гродно облаçĕнчен тата ытти çĕртен.

Акцие хутшăнакансем пĕр-пĕрне саламлама, лартнă йывăçсем тĕрĕс-тĕкел ỹсчĕр тесе сунăм сăмахĕ калама май тупнă.

Тĕрлĕ регионпа харăс йывăç лартни «Экологи» Наци проектне пурнăçлассинче сисĕмлĕ пулăшу кỹчех



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
28 апреля 2023
15:01
Поделиться