Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кам - вăйлăрах, кам - хăвăртрах

Кам - вăйлăрах, кам - хăвăртрах
Апрелĕн 21-мĕшĕнче «Туслăх» физкультурăпа спорт комплексĕнче шкул ачисен «Президентăн спорт вăййисем» ăмăртăвĕсем иртрĕç. Унта баскетбол, сĕтел çи теннис, çăмăл атлетика (60, 600 (хĕр ачасем), 800 (арçын ачасем), эстафета, чупса вăрăмăшне сикес енĕпе вăй виçрĕç.

2008-2009 çулсенче çуралнă ачасем (кашни шкултан - 6 хĕр ачапа 6 арçын ача) хушшинче хĕрỹ тупăшу пулчĕ.

Арçын ачасен баскетбол вăййинче Шăмăршă вăтам шкулĕн 1-мĕш команди çĕнтерчĕ, 3-мĕш команди - иккĕмĕш, 2-мĕш команди виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Ку вăйăра хĕр ачасенчен Палтиел вăтам шкулĕн команди мала тухрĕ, Шăмăршă вăтам шкулĕн 1-мĕш команди - иккĕмĕш, Анат Чаткас тĕп шкулĕн команди - виççĕмĕш вырăнсенче.

Çăмăл атлетика енĕпе Шăмăршă вăтам шкулĕн 1-мĕш команди - пĕрремĕш, Палтиел вăтам шкулĕн команди - иккĕмĕш, Анат Чаткас тĕп шкулĕн команди виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Командăсем хушшинче чи нумай очко пухса Шăмăршă вăтам шкулĕн 1-мĕш команди (вĕрентекенĕ - Сергей Хафизов) çĕнтерме хăват çитерчĕ; Палтиел вăтам шкулĕн командин (вĕрентекенĕ - Светлана Сорокина) - иккĕмĕш, Шăмăршă вăтам шкулĕн 3-мĕш командин (вĕрентекенĕ - Константин Кусаинов) виççĕмĕш кăтартусем.

Шăмăршă вăтам шкулĕн 1-мĕш команди округ чысне республикăри ăмăртусенче хỹтĕлĕ. Вăл «Демографи (Спорт)» Наци проекчĕ кăларса тăратакан тĕллевсене тивĕçлипе пурнăçласса шанатпăр.


РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
28 апреля 2023
15:05
Поделиться