Волонтер ыйту парсан...
АПРЕЛĔН 15-мĕшĕнче çулленхи рейтинг сасăлавĕ пуçланчĕ. Шăмăршă муниципалитет округĕнче пурăнакансен 2024 çулта ĕçе кĕртме палăртнă тирпей-илем проектне суйласа илмелле. Сасăлав «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хулари пек хăтлăх» Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн иртет, кăçалхи майăн 31-мĕшĕччен пырать. Унта 14 çул тултарнă граждансем пурте хутшăнма пултараççĕ.
Муниципалитет округĕнче пурăнакансен волонтерсем панă икĕ сĕнỹрен пĕрне суйласа илмелле:
1. Шăмăршăри Советская урамне тирпей-илем кĕртесси.
2. Шăмăршăри Советская урамри нумай функциллĕ ача-пăча спорт площадкин территорине тирпей-илем кĕртесси.
Кашни сасă - эпир тăван Шăмăршă илемлĕхĕпе хăтлăхĕшĕн тăрăшни. Çавăнпа та волонтерсен ыйтăвĕнчен пăрăнма ан васкăр, хăвăрăн сассăра парса тăван ен патриочĕ пулăр!