Тăваттăран пĕри - куç умĕнче
ШĂМĂРШĂРА тăватă хутлă пурăнмалли çурт тума пуçлани çинчен хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Мĕнлерех пыраççĕ-ха кунта строительство ĕçĕсем? Вырăна çитсе куртăмăр, хамăрăн савăнăçа сире те пĕлтерес тетпĕр.
Çапла, çурт куç умĕнчех çĕкленет. Хальхи вăхăтра пĕрремĕш хутра ĕçлеççĕ, кăçалхи майăн 1-мĕшĕ тĕлне кунти ĕç вĕçленмелле. «Строитель Плюс» ООО подрядчик представителĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ Николай Быков каланă тăрăх, ĕç хальхи пек кал-кал пулса пырсан кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне çуртăн тăватă хутне те хăпартса лартĕç. Çак срок тĕлне çурта шыв кĕртессине, канализаципе çыхăнтарассине тата 2400 кВм хăватлă икĕ газ хуранĕ вырнаçтарассине те вĕçлеме палăртнă.
Аса илтеретпĕр: тăватă хутлă нумай хваттерлĕ çурта авариллĕ тата кивелсе çитнĕ пурăнмалли вырăнсенчен çĕнĕ хваттере куçармалли программăпа тăваççĕ.