Çĕнĕ техника - пысăк вăй
Шăмăршă муниципалитет округĕн фермер хуçалăхĕсем ял хуçалăх техникине çĕнетсех тăраççĕ. Çак кунсенче Анат Чаткасри Петр Майоров фермер çĕнĕ МТЗ-1523 (4,75 миллион тенкĕлĕх) тата кăкармалли культиватор (1,55 миллион тенкĕлĕх) туянчĕ. Унччен маларах Олег Хлюкин хресчен (фермер) хуçалăхне çĕнĕ МТЗ-82 трактор (1,95 миллион тенкĕлĕх) хутшăнчĕ.
Ял хуçалăх техникине туянмашкăн патшалăх пулăшу пани фермерсен тата ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисен, килти хушма хуçалăхне тытса пыракансен ĕçне аталану çулĕпе яма май парать. Техника туянма ял хуçалăхне аталантармалли «60 тата 40» программăпа килĕшỹллĕн (Чăваш Енре вăл темиçе çултанпа ĕçлет), субсиди илме май пурри те - пĕлтерĕшлĕ. Ун йĕрки тăрăх, укçа-тенкĕн 40 процентне тавăрса параççĕ. Çакăнта - «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх» Наци проекчĕн витĕмĕ палăрать.