Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Лицензи çук - паспорт памаççĕ

Лицензи çук - паспорт памаççĕ

ÇАНТАЛĂК кунран-кунах ăшăтса пырать пулин те, çуртсене хутса ăшăтмалли çитес сезон пирки те халех шутламалла. Ваттисем çунана çулла хатĕрлеме хушнине асра тытар.

Çĕнĕ сезон тĕлне Чăваш Республикинче кивелсе çитнĕ 140 километр тăрăшшĕ ăшă тата шыв пыракан пăрăхсене улăштарма палăртнă. Çавăн пекех котельнăйсенчи кивелнĕ 27 хурана улăштармалла. Çак пĕтĕм ĕçе 2023 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕччен вĕçлемелле.

Шел те, Шăмăршă муниципалитет округĕ хальлĕхе взрыв тата пушар хăрушлăхĕ пысăк объектсене ĕçлеттерме ирĕк паракан лицензи илмен-ха, çавна пулах хутса ăшăтмалли сезона хатĕррине çирĕплетекен паспортпа акт та памаççĕ. Çакна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттернĕ планеркăра асăннă. Олег Николаев çак ыйтăва пĕр эрне хушшинче татса памалли пирки асăрхаттарса каланă.

Тĕпрен илсен, республикăри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх секторĕ начар мар ĕçлесе пырать. Кĕтмен лару-тăру сиксе тухсан çитменлĕхсене вăхăтра пĕтерме тăрăшаççĕ. Иртнĕ хутмалли сезон вăхăтĕнче республикăра авариллĕ лару-тăру пурĕ 728 хутчен пулнă, пурне те кĕске вăхăтра пĕтерме вăй çитернĕ.



21 апреля 2023
12:59
Поделиться