Халăхшăн тăрăшни уççăн курăнать
«СЫВЛĂХ СЫХЛАВĔ» Наци проекчĕн регионти «Сывлăх сыхлавĕн пирвайхи сыпăкне модернизацилесси» программипе килĕшỹллĕн, çак кунсенче Шăмăршă муниципалитет округĕн тĕп больницине тата икĕ LADA Сranta автомашина килнĕ.
- Çĕнĕ автомобильсем медиксен ĕçне нумай ла- йăхлатма, çапла вара халăх сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе хăвăртлăха ỹстерме пулăшĕç, - терĕ Шăмăршă больницин тĕп врачĕ Ирина Смирнова.
Машинăсемпе санитари транспорчĕ пек усă курĕç: пациентсене ялтан больницăна лартса килĕç тата медицина ĕçченĕсене чирлĕ çын пурăнакан вырăна илсе çитерĕç. Çавăн пекех эмел препарачĕсемпе биологи материалĕсем турттарнă чухне те çак машинăсем питĕ кирлĕ.
«Сывлăх сыхлавĕн пирвайхи сыпăкне модернизацилесси» федераци проекчĕ 2025 çулччен тăсăлĕ. Проект санитари автотранспортне тĕпрен çĕнетме, çĕнĕ медицина оборудованийĕпе пуянланма, сывлăх сыхлавĕн çĕнĕ объекчĕсене тума е киввисене юсама май парĕ.