Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çĕнелсе илемленĕ сыватмăш

Çĕнелсе илемленĕ сыватмăш

Чăваш Республикин «Сывлăх сыхлавĕн пирвайхи сыпăкне модернизацилесси» программипе килĕшỹллĕн, «Сывлăх сыхлавĕ» Наци проекчĕн çитĕнĕвĕсене кура Карапай Шăмăршăри тухтăр амбулаторине тĕпрен юсаççĕ.

- Хальхи вăхăтра учрежденин çивиттине «ăшăтас» тата фасадне çĕнетес енĕпе хĕрỹ ĕç пырать. Паянхи куна эпир чỹречесене, çивиттине, çуртăн уйрăм пайĕсене улăштартăмăр. Пушар хăрушсăрлăхĕн алăкне лартрăмăр. Çывăх вăхăтра отмосткăна юсама пуçăнăпăр, - каласа парать подрядчик.

Строительствăпа монтаж ĕçĕсем пынă чух сыватмăш пỹлĕмĕсен планировкине, пушар сигнализацине улăштарма, ăшăпа, шывпа тивĕçтерекен, шыв кăларакан тата электричество системисене çĕнетме, стенасене тата урай плиткисене тĕпрен улăштарма, стенасемпе маччана штукатурка тума тата сăрлама, пỹлĕмсен алăкĕсене улăштарса лартма, вентиляцие тĕпрен юсама палăртнă.

- Юсав ĕçĕсем тухтăр амбулаторине тĕрĕс-тĕкел ĕçлеме май парĕç. Кунти условисем медицина ĕçченĕсене сывлăх сыхлавĕн сферинче тăрăшулăхпа тимлеме хавхалантарĕç. Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсен çыннисене килтен аякка каймасăрах медицина пулăшăвĕпе вăхăтлă тата пахалăхпа тивĕçтерме меллĕ пулĕ, - пĕлтерет Шăмăршă район больницин тĕп врачĕ Ирина Смирнова.

Чăваш Енĕн «Сывлăх сыхлавĕн пирвайхи сыпăкне модернизацилесси» программине тĕпе хурса Шăмăршă муниципалитет округĕнче кăçал икĕ фельдшерпа акушер пункчĕ (Ярăславпа Энтĕрьелĕнче) тума пуçланă. Çавăн пекех тата икĕ ФАП (Асанкассипе Виçпỹрт Шăмăршăра) тума палăртнă.

«Сывлăх сыхлавĕ» Наци проекчĕ ял çыннисемшĕн сывлăха упрамалли-çирĕплетмелли майсем туса пани кашнинех савăнтарать.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
18 апреля 2023
11:43
Поделиться