Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Муниципалитет округĕнче пурăнакансем - Наци проекчĕсем пирки

Муниципалитет округĕнче пурăнакансем - Наци проекчĕсем пирки

Фазулла РАХМАТУЛЛОВ,
фермер.
Палтиел ялĕ:

- «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх» Наци проекчĕ ял хуçалăхне, уйрăммăн илсен фермерсене аталанма пысăк пулăшу парать.

Акă манăн фермер хуçалăхне - çемье ферми йĕркелеме - патшалăх 10 миллион тенкĕ субсиди парса пулăшрĕ. Çавна май 5 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме май килчĕ. 200 пуç мăйракаллă шултра выльăх усрамалли витене тĕпрен реконструкци турăмăр. Тĕрĕссипе, унччен пушă ларнă хуралтă халĕ çĕнĕ вите пулса тăчĕ. Кунти мĕн пур оборудовани çĕнĕ. Уçăлакан пластик чỹречесем вырнаçтартăмăр, вентиляци те лайăх ĕçлет. Видеокамерăсем те пур.

Хальхи вăхăтра фермăра 149 пуç мăйракаллă шултра выльăх усратпăр. Çăва тухма апат çителĕклĕ: 65 тонна утă, 80 тонна улăм, 40 тонна сахăр чĕкĕнтĕрĕн жомĕ, 95 тонна тырă фуражĕ пур. Кашни условнăй пуç выльăха 14,5 центнер апат единици тивет.

Тулăх рационпа тăрантарнипе, уçăлтарса çỹренипе вăкăрсем лайăх ỹт хушаççĕ. Иртнĕ уйăхра кашни выльăх талăкра вăтамран 715-шер грамм чĕрĕ ỹт хушнă.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ май, апат та ытларах хатĕрлемелле. Манăн фермер хуçалăхĕнче акăнакан çĕр - 825 гектар. Çак лаптăкăн пысăк пайне выльăх апачĕлĕх культурăсем йышăнĕç.

Çур акине тĕплĕн хатĕрленнипе кĕтсе илтĕм. Вăрлăх та, çунтармалли-сĕрмелли материалсем те, минерал удобренийĕ те çителĕклĕ. Акара шанчăклă механизаторсем ĕçлеççĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
18 апреля 2023
11:44
Поделиться