Карти-карти хур кайăксем...
«ЧĂВАШ ВĂРМАНĔ» Наци паркĕ çамрăк ăрăва экологи воспитанийĕ парас, тăван çут çанталăка упрама вĕрентес тĕлĕшпе пысăк ĕç тăвать.
Çак кунсенче кăна-ха кунта «Вĕçен кайăксене кĕтсе илер!» акци вăй илчĕ. Çак акци вăхăтĕнче «Чи лайăх шăнкăрч вĕлли» конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетеççĕ, пĕчĕк çуртсене вăрманти йывăçсем çине çакса тухаççĕ.
Наци паркĕн сотрудникĕсем ачасене вĕçен кайăксемпе вĕсен биологи уйрăмлăхĕ çинчен каласа параççĕ, викторинăсемпе вăйăсем йĕркелеççĕ.
Ачасем урама тухсан тỹпере хур кайăксен пысăк картине курни ăçтан манăçĕ-ха тата? Кăнтăр енчен вĕçсе килнĕ çунатлă туссем часах йăва çавăрса чĕпĕ кăларĕç, çут çанталăк тĕнчи тата та пуянланĕ.